Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑвай районӗ

Чӑваш Енӗн Юстици комитечӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Юстици комитечӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре отсавкӑри судьяна Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Кун пек чыса республикӑн Аслӑ сучӗн председателӗ пулнӑ Николай Порфирьев тивӗҫнӗ. Хисеп грамотипе наградӑлаканни вара — Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗн комитечӗ. Кун пек хутпа ӑна 75 ҫул тултарнине кура саламлас тенӗ.

2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче Николай Порфирьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Ун чухне вӑл 65 ҫул тултарнӑ. Николай Петрович Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

 

Персона

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 115 ҫул тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ халӑх артисчӗ Георгий Парне ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа асӑну каҫӗ иртӗ.

Борис Алексеевич ятне пирӗнтен чылайӑшӗ аван пӗлет. Георгий Парне (30.04.1901-01.05.1937) те чӑваш театр ӳнерӗнче йӗр хӑварнӑ. Вӑл театрпа кино режиссёрӗ пулнӑ. Ҫӗрпӳ уесне кӗрекен (халӗ Чӑваш Енри Тӑвай районне кӗрет) Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл педагог та пулнӑ: 1927-1929 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх драма студийӗнче, 1932-1936 ҫулсенче Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗнче вӗрентнӗ. «Чӑвашкино» ӳкернӗ мӗнпур фильмра тенӗ пекех ӳкерӗннӗ.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18345
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Тӑвай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пурӑнакан кинемей пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ.

Хальхинче сӑмах – Антонина Манишева пирки. Ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламлама вырӑнти администраци ӗҫченӗсем килнӗ, РФ президентӗнчен Владимир Путинран килнӗ саламлӑ открыткӑна панӑ.

Антонина Антоновна 25 ҫул почтальонра ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах колхозра та тӑрӑшнӑ. Ҫул япӑх пулнӑ-и, ҫанталӑк пӑсӑлнӑ-и – кирек хӑҫан та вӑл тулли сумккине йӑтса хаҫат-журнал валеҫме кайнӑ. Хӑй аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кашни килтех хаҫат-журнал чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

Антонина Антоновна – ӗҫ ветеранӗ. Халӗ вӑл хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать.

Унӑн –2 мӑнук тата кӗҫӗн мӑнук пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/+RUtFtx9Nl6Q4NDhi
 

Пӑтӑрмахсем
https://t.me/pso_impuls21 телеграм-каналти сӑн
https://t.me/pso_impuls21 телеграм-каналти сӑн

Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче Тӑвай округӗнчи Сӑхӑтпуҫ ялӗнче 39 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар — шӑнса вилнӗ.

Арҫын килтен кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче тухса кайсан таврӑнман. Ӑна шырама пуҫланӑ. Тепӗр виҫӗ кунран ӑна «Импульс» отряд хастарӗсем шырама килнӗ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, арҫын нимпе те чирлемен. Вӑл Чечня вӑрҫинче пулнӑ, ҫавӑн кӑна сывлӑхне витӗм панӑ-мӗн.

Арҫынна шыранӑ чухне ялти камерӑсене те пӑхнӑ. Вӑл хӑш еннелле кайнине палӑртсан ҫавӑнта шыранӑ. Унӑн виллине ял хӗрринче юр ӑшӗнче тупнӑ.

 

Персона

Шупашкарта пурӑнакан фронтовик Иван Григорьев ҫак кунсенче 102 ҫул тултарнӑ.

Иван Григорьевич – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин сусӑрӗ. Вӑл Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ, III Украина тата II Беларуҫ фрончӗсенче фашистпа ҫапӑҫнӑ, «Катюша» операторӗ пулнӑ. Киле вӑл 1946 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн Чӑваш обком партийӗнче 57 ҫул ытла ӗҫленӗ.

Иван Григорьевич мӑшӑрӗпе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/cheboksary_smi
 

Ял пурнӑҫӗ
zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче урама вак чул сарма йышӑннӑ. Ун валли ял халӑхӗнчен пурӗ 135 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе 1,6 миллион тенке ларнӑ.

Урам вӗҫӗнче пурӑнакан пӗр кил хуҫи укҫа пама килӗшмен, ҫавна кура вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса вак чула ҫав ҫын килӗ патне ҫитиччен сарса пама килӗшмен.

Прокуратура ҫавна кура тӳре-шара ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ҫав лаптӑка хысна шучӗпе вак чул сармалла пулнӑ тесе палӑртнӑ.

 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш академи драма театрӗнче иртекен «Чӗкеҫ» фестивале хутшӑнакансем СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче, пулнӑ. Марина Карягина журналист ӗнер халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тараватлӑ ентешӗсем хӑнасене мухтавлӑ артист ҫинчен каласа панӑ, театр тӗпелӗнчи экспонатсемпе паллаштарнӑ.

Каҫхине Тӑвайри культура ҫуртӗнче Алтай Республикинчен килнӗ этноансамбль концерт кӑтартнӑ. «Алтай халӑх музыка инструменчӗсен сассинче пирӗн тахҫанхи несӗлсен ахрӑмӗ илтӗнет. Карланкӑран тухакан саспа юрласа пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ артистсене чылайччен хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ куракансем», — пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ.

Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_8167
 

Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш академи драма театрӗнче иртекен «Чӗкеҫ» фестивале хутшӑнакансем СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче, пулнӑ. Марина Карягина журналист ӗнер халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тараватлӑ ентешӗсем хӑнасене мухтавлӑ артист ҫинчен каласа панӑ, театр тӗпелӗнчи экспонатсемпе паллаштарнӑ.

Каҫхине Тӑвайри культура ҫуртӗнче Алтай Республикинчен килнӗ этноансамбль концерт кӑтартнӑ. «Алтай халӑх музыка инструменчӗсен сассинче пирӗн тахҫанхи несӗлсен ахрӑмӗ илтӗнет. Карланкӑран тухакан саспа юрласа пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ артистсене чылайччен хыттӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ куракансем», — пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ.

Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камит кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_8167
 

Пӑтӑрмахсем
penza.aif.ru сайтри сӑн
penza.aif.ru сайтри сӑн

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра ҫӑлавҫӑсем Атӑлтан 53 ҫулти арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Ӑна Мускав ҫыранхӗрринчи носос станцийӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ. Чантӑрта пӗр кил хуҫалӑхӗнче вутӑ ҫуннӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. Тӑвай округӗнчи Вӑтаяль ялӗнче 75 ҫулти хӗрарӑмӑн кил хуҫалӑхӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна сиенлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 50
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 10

1910
116
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
80
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем